Кайнисене

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Пурӑнса ĕшеннĕ Ҫулҫӑ

Юлашки хутчен ал сулчĕ...

Сĕткенпе тултарнӑ Хурӑн

Ӳкĕтлерĕ: пурӑн! пурӑн!

- Тавтапуҫ: тӑраннӑ, ҫитĕ

Сарӑлсах ешертĕм питĕ...

Ман пекки татах та пур:

Тӑкӑнаҫҫĕ, авӑ, кур.

Тӑкӑнатпӑр: вӑрҫӑ мар,

Ҫил те мар, хĕвел те мар...

Сивĕ мар! Веҫех йĕркеллĕ...

Пурнӑҫ курнӑ - эп телейлĕ.

Ман сӑпкаччĕ - ӑшӑ ҫил;

Туратту пулсаччĕ - кил!

Сывӑ пултӑр ҫут тĕнче:

Канлĕх тупӑп ҫĕр ҫинче.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха