Сӑввӑмпа сӑнарна сапласа йӑлӑхсан
Сӑввӑмпа
сӑнарна
сапласа
йӑлӑхсан
Йӑллакан
йӑлана
йӑмтармасӑр
касам!
Кӑкласа
кӑларам
кӑмӑла:
ҫурмаран
ҫурнипе,
ҫӗтнипе
ҫырлахам та...
сурам!
Пулнине
пӳклесе
пӗтерем те
пӗтем!..
Салхупа
савнӑҫа
сыпакан
ӗнертен
ӗлкерсен
ӗлккенрех
ӗлкине
ӳкерме
Ӳпкевсен
ӳкӗмне
ӳркенмесӗр
сӳтех:
Сӳлетсех
сӳсленсен
сӗвемшерӗн
тирех
тепӗр хут,
тепӗр хут
тӗвӗленнӗ
тӗррех...
Асӑмран
асапа
авӑссамччӗ
анчах.
*йӑмтар - пытар
*ӗлке - тӗслӗх
*ӳкӗм - ҫӑмха
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха