Шанчӑка вӑрлакан Шухӑш
Шанчӑка вӑрлакан Шухӑша -
Шаккасан та - ямастӑп ӑша.
Вӗскӗртсе янине ӑнланса
Хурала тӑрататӑп ӑса.
Шӑвӑнать-шӑвӑнать пуҫ тавра,
Чӑрмалать чӗрнипе тӑнлавран -
Тӑнламастӑп та. Шухӑ пуҫа
Сыхламашкӑн уҫатӑп куҫа.
Йынӑшать... Йышӑнмастӑп ӑна:
Чӗнмесессӗн - хисепсӗр хӑна.
Хӗрхенме пултарсан та - хӑлха -
Сӑвӑрмасть тепӗр чух сӑмаха.
Ҫав Сӑмах ӗрчетмешкӗн нуша
Шырава ӑсатать Шухӑша -
Тахҫанах ҫавӑрасшӑн тарҫа,
Анчах хам пурнӑҫпа хам хуҫа.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха