Кӑкла
Кӑкӑртан
кӑкласа
кӑларсан
кӑмӑла
Тымарпах
тӑпӑлтар
тӗвӗри
туйӑма.
Сӑмахсем
сарӑхса
сапаланччӑр -
сайран:
Хывӑхран
хӑтӑлса
хама-хам
хӑтарам.
Ҫӗнерен
ҫӗкленсе
ҫимӗҫсем
ҫавӑрма
Вӑрттӑнҫи
вырӑнтан
вӑрлӑхри
вӑй-халран
Шанчӑкпа
шӑварса
шухӑша
шӑтарсан...
...Сыпӑнман
савнӑҫу
сӑмсаланмӗ те
сан.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха