Шухӑшсен кӗтӗвӗ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Шухӑшсен кӗтӗвне шуйхатмасӑр иртме

Те ӑстайӑм ҫитмест, те пӑлхавлӑ чӗре

Кипкинчи ӗмӗтне чарӑнмасть ӗмӗртме:

Хӑвалать таппипе - уямасӑр ҫӗре,

Уямасӑр куна - юраман сунара:

Канӑҫа шыраса кӗтесрен кӗтесе

Ҫапӑнать тӗртленӳ кунӗпе, ҫӗрӗпе:

Ҫакӑнтах пулмалла... чун туять... куҫ тӗсет...

Шыракан - тупмаллах... Шӑкӑрин! Картипех:

Шухӑшсем чӳхенме пухӑнса тапӑра!

Пӑтранса тӑракан сӑмахсен пӗвинче

Чӳхенсе ҫӳрекен шухӑшсен кӗтӗвне

Иртӗпех систерми - тенӗ чух - хальхинче

Юриех хыт ярать чун-чӗре сас-чӗвне -

Парлатса хӑпарать шуйхану таврара...

Ҫук, тытманччӗ пӑшал, серепе те илмен -

Айккарах пӑрӑнса утмаллаччӗ хуллен.

Ҫак тӗле вӗсене шыраса та килмен

Ма хускалчӗҫ вӗсем?! Тертӗм - пур, ҫук - термен:

Чӗрчунла тапӑнса вӗлеретӗп пӑвса:

Пӗрине, теприне... чарнаймастӑп текех:

Тӑлласа тӑкмасан, хумасан йӗркипе

Шухӑшсен шӑм-шакне - юлмиччен - пӗтӗмпех

Сӑвӑсен савӑтне хама май, кирлӗ пек...

Вара тин сунартан канӑҫпа таврӑнам

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха