Сас-хура ашкӑрса каясран

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Сас-хура ашкӑрса каясран

Ҫылӑхсен хуп-хура анине

Тутӑхман сӑмахпа тӑрӑнса

Пӑтрататӑп пулни-иртнине:

Тымарланнӑ ҫӑхав кӑкланса

Тухса выртӗ паян ҫиеле;

Мӑкӑрланӗ те выртӗ тусан

Явӑнса ывӑнсан ҫӗленле.

Кураксем эшкерпех капланса

Хыҫӑмра ҫавӑрттарӗҫ шӑв-шав.

Кӑлӑхах - пӑтратаймӑн ӑса,

Пиҫӗхтернӗ ӳте те ӑша.

Куҫҫульпе кӳпчесе кайнӑран

Тулӑхланнӑ тӗллев шултрарах.

Кӑмӑлпа кӑпкаланнӑ йӑран

Йышӑнасшӑн ӑна хӑвӑртрах.

Управри ӗмӗте васкаса

Авӑсса тултарам ывӑҫа -

Пӑрахатӑп типтерлӗн касса

Ярпайса ӳсмелли савнӑҫа.

Хыпса ҫуннӑ чӗрем кӗлӗпе

Тутлантарӑп ӑна вӑхӑтран.

Шӑтса тухӗ тивлет речӗпе -

Тӑхӑмсем пуҫтармалӑх кайран.

*ҫӑхав – сас-хура

*эшкер - ушкӑн

*касӑ - каҫалӑк

*авӑст - авӑсни

*ярпайса - паркаланса

*тутлантар – удобренилени

*тӑхӑм – килекен ӑру

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха