«Кӗле ҫулӑм хыпса илӗ…»
Кӗле ҫулӑм хыпса илӗ —
Эп вӑранӑп ыйхӑран...
Тӗттӗм каҫ яри ҫуталӗ,
Эп чӗрелӗп паянтан!
Кӗл тусанӗ сапаланӗ —
Чунӑм ҫирӗп, мӗн тӑван?
Ҫӗнӗ ҫул пуҫланӗ кайӗ —
Эп хӑватлӑ паянтан!
Ҫӳлелле ҫунат ҫӗклейӗ
Ирӗкре вӗҫме ялан.
Ҫӗнетӳ мана вӑй парӗ —
Тек кӗлленмӗп нихӑҫан.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха