Ашӑр!
Юнташ сарса хурсассӑн ашӑм,
Хамах выртса каларӑм: ашӑр!
Тӳсеп. Тӳсе кӑларнӑ тӗшӗ -
Пуҫламӑшпа кайри кӗрешӗм.
Ҫулу ҫапса тивертнӗ ӑввӑн
Хыпса ҫунса кӗлленӗ сӑввӑм -
Чӳклев кӗлли. Пуҫлар-и? Хатӗр:
Вилсе тепре шӑтни те - катӗр.
*юнташ – юлташ, ӗҫтеш
*ашӑм – таптама сарса хуни
*кӗреш – ана вӗҫӗ
*катӗр - ырлӑх
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха