Шанманлӑх
...Аванах кусакан ҫаврака сӑмаха
Куҫунти такӑнтарчӗ шанманлӑх...
Юрртӑма* саманта улӑштарӗ ҫӑрха* -
Саманта - сывлӑша ҫавӑрмалӑх.
Самантран - ман валли такӑрлатнӑ ҫула,
Сулнӑка* пӑрӑнмасӑр, тӑсатӑп.
Ман черет - куҫӑмра васкамасӑр вула:
Тупаймастӑн ни шӑйрӑк, ни катӑк.
Шӑрҫа пек яп-яка та ҫап-ҫут, тап-таса -
Тиркевпе тирӗнсе ҫыхаймастӑн.
Хӑратмасть: вӗчӗхӳ* те, элчел* те, хаса*...
Тайӑна* параканӑмҫӑм - Аслӑ.
*юрт – васкаса чуп
*ҫӑрха – вӗттен чуп
*сулнӑк – ҫул айкки
*вӗчӗхӳ - тарӑху
*элчел - вилӗм
*хаса – явап тыттарни
*тайӑн – пурнӑҫламалли тӗллев
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха