Такам хыҫра вартатчӗ палӑк
Такам хыҫра вартатчӗ палӑк:
Кевти* чиперччӗ... ячӗ - ман?
Чӗнмесӗр, шӑппӑн хупрӑм алӑк...
- Вилсе-шим эп...?
- Вилсе.
- Хӑҫан?
- Ик ҫул иртет. Хамах пытартӑм:
Никам пӗлмерӗ ӑҫтине.
- Вӑрман хӑлхаллӑ, уй курса-тӑр?
- Шырарӗҫ, тухрӗҫ йӗр ҫине...
Тӑпру ҫинче сиксех ташларӗҫ,
Сарса янратрӗҫ кӗреке.
Кашни - асра: часах лӑпланӗҫ,
Яту ҫӗкленӗ ирӗке.
Хӑвна чарма... пӗр вӑй ҫеҫ - вилӗм,
Чарать те - вӑхӑтлӑх кӑна.
Пин хут кайса пин хут эс килӗн -
Хальччен никам витмен чӑна.
*кевте – ӳт-пӳ
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха