Асӑрхан, асӑрха
Кӑшласа
кӑкӑрти
кӑшӑла
Тӗпретсе
тӑллакан
тӑнӑма,
Тапса тухрӗ
тула
теветкеллӗх*:
Ҫӗмӗрсе
ҫӗнерен
ҫӗклемелӗх
Суяран
саваланӑ
сӑмах!
Тулхӑрса
тӑракан
туйӑма
Хасупа*
хӑтлансан
хӑмсарма*
Чӗвенленнӗ
чӗлхемӗн
чӑн чӗмӗ* -
Сӑпатна
салатмасӑр
сӗвемӗн
Кӗртместех
канӑҫне
картана...
Асӑрхан.
Асӑрха -
асӑмрах:
Суййупа
сӑнчӑрланӑ
сӑмах.
Вӑслатах!
Вӑйӑмна*
вӑтӑрмалӑх*
Халӑхран
хунаттарнӑ
харкамлӑх*
Тулхӑрать.
Тапранатӑп:
Тарах!
*теветкеллӗх - хӑюлӑх
*хаса – явап тыттарни
*хӑмсар - хӑрат
*чӗм - сывлӑш
*сӑпат - ҫын
*вӑйӑм - вӑй
*вӑтӑр - тӑпӑлтар
*харкамлӑх – хӑйнеевӗрлӗх
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха