Шӑпана ҫут Элчел пӳкличчен

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Лӑсканса ҫурхахланнӑ* кун-ҫулӑм,

Сапламашкӑн сана ҫӗнӗ пулӑм

Хальлӗхе хӗрхенсе парнелет

Пурӑнма хистекен ҫут тивлет*.

Ситрелсе* сапаланнӑ сӗвемӗн

Асӑмри самантсем тӗллӗн-тӗллӗн -

Хӑртласа* ӗлкерес йӳтӗмпе*

Пӗтӗре(тӗ)п сӑвӑлла шерепе;

Сӳтӗлсе каясран тӗвӗлетӗп -

Вӗҫӗнче вырнаҫтарӑп ҫут ӗмӗт;

Шӑрҫаланнӑ куҫҫуль тирӗмне*

Сыпӑнтарӑп ӗлккенлӗх* кӳме.

Ӑнӑҫу сикчевне* пытармалӑх

Ӗненӳ, теветкеллӗх, ӑсталӑх -

Алылмаш - эреветлӗ тӗрре

Куҫараҫҫӗ утас ҫул-йӗре.

Куллӑмпа укаланнӑ ҫӗн кунӑм!

Сыпӑнтарӗ сана ырӑ сунӑм -

Иртнипе - ӳркенми кашнинчех

Шӑпана ҫут элчел* пӳкличчен.

*ҫурхах – ҫӗтӗк-ҫурӑк

*тивлет - телей

*ситрел – саланса кай

*хӑртла – юса, сапла

*йӳтӗм - сӑлтав

*тирӗм - ҫыхӑ

*ӗлккенлӗх - илемлӗх

*сикчев – сиктерсе хӑварни

*элчел – вилӗм


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха