Сирпӗтсе салататӑп
Тӑпсинчен
тӑпӑлса
тухасла
туйӑма
Хӗсекен
хӗввӗмех
хӗстерсе
хумасан
Аркатать -
арканса
айӗнче
амана(тӑ)н,
Тӗппипе
тӗпренсе
тӗнчерен
тасала(тӑ)н.
Ҫакӑнтах
ҫӑварти
ҫӑхавна
ҫӑтмасан,
Йӑнӑшна
йӑмтарса
йӑвунта
йӑпансан
Сирпӗтсе
салататӑп.
Саккунлӑ
сӑлтав -
Усламa
уҫламашкӑн
усраннӑ
ултав.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха