Ӳсӗртетӗп…
Сӑввӑмпа
сӑмахшар
сыптарса
ӳсӗртетӗп:
ӳлӗмрен
ӳнерпе*
ӳрӗклентӗр*
халу.
Каҫӑхман*
кӑмӑлна
катренпа*
тӳпелетӗп -
тулнипе
тутунтан
тӑкӑнмалӑх
куллу...
Уншӑнах
умӑнта
утӑмшар
пусӑмлатӑп -
пур-пӗрех
пултару*
парӑнтарӗ
сана.
Састашпа*
сӑйласа
савнӑҫна
тӑрантарӑп:
техӗмне*
тумламшар
тутансамччӗ
кӑна.
*ӳнер - искусство
*ӳрӗклен – хӑвартрах пул
*каҫӑх - тӑран
*катрен – тӑвата йӗркерен таракан сӑвӑ ҫаврӑмӗ
*састаш - рифма
*техӗм - тутлӑх
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха