Хута кӗрет шап-шурӑХхут
Хута кӗрет шап-шурӑ Хут
Анне пекех: ӳпкевсӗр, тимлӗ.
Ӳпне* ӳкетӗп тепӗр хут
Темле: ни чӗрӗ мар, ни вилӗ...
Хӗрхеннӗрен каллех чӗркет:
Аманнӑ ӑсӑм, чӗмӗм* чирлӗ.
Чӗлхем вӗҫне тумлать шерпет
Такам. Пӗрех. Мана ҫак кирлӗ.
Куҫҫуль юхмасть - хӳхлет калем*
Тӑшман, тӑван, ҫулташ юлманшӑн.
Кунта юлать манран валем*:
Хамах, хамах суйларӑм ашӑм*.
Ӑшра - суран, сӑнра - пӗрме* -
Тахҫан йӗрленнӗ хурлӑх, савнӑҫ.
Сутмастӑпах нихҫан пӗрне -
Мана вӗсем парнелӗҫ канӑҫ.
Тӗке'р вырне - шап-шурӑ хут -
Ҫунман, ҫӗрмен яланлӑх тынӑ*.
Путармӗ шыв, витермӗ вут -
Юнпа тарпа Ӑстаҫӑ ҫырнӑ.
Ӳпне* - лицом вниз
Чӗм*- дыхание, жизнь
Калем* - перо
Ҫулташ* - попутчик
Валем* - обьявление, оповещение
Ашӑм * - заснеженная дорога
Пӗрме* - морщинки
Тынӑ* - свидетель, очевидец
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха