Туйӑмсен хывӑхне сутлӑха кӑларам

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Шухӑша ӑшӑмра авӑртса кӗрпелерӗм -

Кӑмӑлпа аласа сӑввӑма михӗлеc.

Кирлӗ кун кӑлармашкӑн пӗрерӗн-пӗрерӗн

Пуҫӑмра уйӑратӑп пӗр пӗчӗк кӗтес.

Кӗлеткен кӗлетне вырнаҫсассӑн типтерлӗн

Ӑсӑмпа сӑвӑрса тасататӑп кас-кас.

Самана такани суллантарӗ тем тӗрлӗ -

Выҫӑпа касӑхсан тутанма авӑсас.

Хальлӗхе ҫырлахмалӑх вун икӗ йӗркелӗх

Туйӑмсен хывӑхне сутлӑха кӑларам.

Кӗлешмесӗр туян - йӳнӗрех халь йӗркелӗх,

Хакланса каясса тӗмсӗлни те тарам.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха