Ӗне йӑнӑшӗ
«Йӗтем ҫине кайса килесчӗ,
Пай тыррине илесчӗ, –
Каҫать Лаша патне Ӗне, –
Хӑналӑп каҫхине
Тин сунӑ сӗтпеле,
Сӗлӗпеле...»
«Ыран, тен, вӑхӑт пулӗ...
Паян – Сыснашӑн кӳлӗм,
Ун тыррине, тет, илмелле,
Кӳршӗсене итлемеллех»...
Ҫав вӑхӑтрах Сысна та каҫрӗ,
Сӗтел ҫине ҫурлитр лартрӗ,
Ӗҫ ӑнӑҫтӑр тесе пушатрӗҫ,
Унтан йӗтем енне уттарчӗҫ...
Ӗне ӑнланчӗ «йӑнӑшне»,
Сӗт мар, йӳҫҫи-мӗн кирлӗ-ҫке хӑшне.
----------
Кирлӗ чух пулӑшу
Хатӗрле пулӑштух.
Комментарисем (1)