Паянхи кунӑма ҫаврӑмпа пӳклемесӗр…
...Кун каҫа сӑмахсен купине таптарсаччӗ;
Ҫылӑхран Сӑвапа чаваларӑм хамах.
Пур-пӗрех тем ҫитмерӗ, ларман кӑмӑл карчӗ* -
Пыр тӗпне йӗклетет ҫӗхреленнӗ* сӑмах.
Шухӑшсен ҫиппине хутӑрлать халь Астӑвӑм -
Чыхланса ырана такӑнса кӗресрен.
Шуҫӑмччен васкасах сӗвемлет-ха, кур, Сӑввӑм -
Йӗркешер пӗтӗрет пӑтранса йӳтесрен.
Ҫӗрлехи улахра хуҫаланӗ Ӑстайӑм* -
Йӗкелле ухӑнса таш ташлать, ав, Калем.
Сых ятне хуралта тӑрать мар-и-ха Тайӑн* -
Ыйӑхпа кахала хӳтермешкӗн каллех...
Паянхи кунӑма ҫаврӑмпа пӳклемесӗр
Эртелтен хӑпаймастӑп ирччен, ахӑртнех.
Вӗҫлесен: тишкерсе - тиркесе, татӑр - тӗсӗр -
Ҫӑмӑлланӑ амашӑн ун чух пур-пӗрех.
*ӑстай - ӑсталӑх
*тайӑн – пурнӑҫламалли тӗллев
*карт - паллӑ
*ҫӗхре - пӑтранчӑк
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха