Т̌ӑхтам-ха, тӑхта
Сӑввӑма
сӑмахшар
сӑрӑхтарӑп...
Ан васка -
антӑхсан та -
ас ту:
Сӑхлансассӑн
санах
сӑхӗ сарӑп*,
Тумламшар
тутанма
тупа ту.
Канӑҫна
кунран-кун
кӑтӑклатӑп:
Урӑллах
упаленӗн
умра.
Кӑмӑлна,
кутӑнна
каснӑ калӑп* -
арасланнӑ,
анчах
аллӑмра.
Вӑхӑтна
вӑрлама
васкамастӑп -
Хӑтӑлма
хӑтланса
хӑшкӑлах.
Пӳрнинчен
пур-пӗрех
пӑрнаймастӑн -
Тӗл пулатпӑр,
тӑхта-ха,
татах.
*сарӑп - сиен
*калӑп - форма
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха