Самана йӳҫҫипе ӳсӗртет

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Ҫухату йӳҫҫипе ӳсӗртес пек

Самана курмӑшне* ӗҫтерет.

Хӑнӑхса. Тӑнӑма тивеймест тек -

Ӳпӗнтернӗ черкке - кур - ӗрет!

Черкке мар - этемех - пушӑ-пушӑ -

Тумламшар сыпайсан ҫеҫ, ами.

Катӑкрах иккени пит хӑрушӑ -

Нихӑҫан тулаймасть шӑлами.

Ҫурӑкран юхтарать... Сапламалӑх

Шет, ӑстай та мехелӗм пурах.

Ӗлӗк чух хупласа - асӑнмалӑх

Тӑмхаларӗҫ "ухмах" сӑмахпах.

Хӗрхенсен те мӗскер халь тӑвайӑп?

Хитрипе улталанӑр апла.

Эп катман. Умӑрта та пӗр айӑп -

Асӑрхарӑм темме кӑлтӑка...

Шарламасӑр тухатӑп - утатӑп,

Ларса юрлӑр, эппин, ҫакӑнта.

Суеҫпе хӑраканӑн пӗр калӑп -

Маларах пуҫласси чӑнклатма.

Чӑнкӑлтатчӑр ара вӑхӑт-вӑхӑт -

Черккесемшӗн паха кӗреке.

Самана улшӑнсан эп те пӑхӑп -

Кам валли тултарать ирӗке.


курмӑш* - доля, участь, судьба



Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха