Ӳтленнӗ шухӑш ячӗ - Сӑвӑ
Ӳтленнӗ шухӑш ячӗ - Сӑвӑ,
Типтерӗм* уншӑн халь пие*.
Ӳсет-ха вӑл - пулсассӑн тӑвӑр
Ҫыртмийӗ* пулӗ кӗнеке.
Ӳссе тухсан сапать-ха вӑрлӑх:
Ӗрчетӗ хӑй пекрех сӑмах.
Килсе кайни пулмасть ман кӑлӑх
Хам хыҫҫӑн хӑварсан Чӑнах.
Чӑнах-халап ӑратлӑ теҫҫӗ -
Ун килӗ пӗтӗм ҫут тӗнче.
Пуҫламӑш мар, пулмастӑп вӗҫӗм -
Сиксе эп халӑх сӑпкинче.
*типтер - тетрадь
*пие - чӗркемелли
*ҫыртма – ача йӗмми
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха