Хӑшкаса хӑпӑтатӑп сӑнна асӑмран....

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Айван чух шанӑҫпа ҫыпӑҫтарнӑ сӑнна

Хӑшкаса хӑпӑтатӑп паян асӑмран....

Тӗлӗкре сыпӑнса ҫулӑхсассӑн тӑна

Тӑхтамасӑр таратӑп тухса ыйхӑран.

Хӑвалатӑр - сиретӗп ӗҫпе хулласа.

Чарӑнма юрамасть ҫеҫ - лӗкетӗп вара...

Хуралта ҫӳреме ҫирӗплетӗп ӑса -

Тимлӗхе ҫухатса ӳкесрен авӑра.

Тӑхтаса йӑлӑхсан шупкаланнӑ сӑнар

Хӑватран хавшаса ҫурхахланӗ, паллах.

Сас памастӑп, уҫмастӑп самантлӑх ҫӑвар

Ҫак каҫа куҫ хупмасӑр чӑтатсчӗ анчах.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха