Хатӗрлетӗп чалам

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Ултаву сырӑнса ҫатӑрлать канӑҫа -

Кунран-кун пӑвнӑ май типӗтет савнӑҫа,

Пур-пӗрех парӑнмасӑр ухатӑп пуҫа -

Эс акман, ӳстермен - урӑххи ман хуҫа -

Йӑл илсе ҫӗкленме хӑвалать пурнӑҫа

Капланса шӑварма иксӗлми шанӑҫа...

Ҫумӑрлатӑр часрах - ҫӑвӑнса тасалам!

Сан валли - асӑрхан - хатӗрлетӗп чалам*:

Ӗненӳ тунине касса кӗнӗ ҫуркам

Пирчесе сывалсан эреветлӗ ҫупкам

Телейпе кӳпчесе паркаланӗ манран

Пылакне юхтарма чӑмӑртаннӑ ҫырлан.

*чалам – хурав


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха