Вӑхӑта шаккасах катакан Сехет
Вӑхӑта шаккасах катакан Сехетрен
Тӗлӗнсе пурӑна(тӑ)п чӑнласах пӗчӗкрен:
Кавсӑлса ҫитнипе е ахаль нехекрен*
Тӗлӗксем кӳрекен ытарми пехетрен*
Сӗтӗрсех кӑларать хуп туртман канӑҫа...
Касӑва кӑларма ӗмӗтсен кӗтӗвне
Шурӑмпуҫ хапхине уҫса хунӑ тӗле
Ӑмӑртатпӑр унпа ывӑнмасӑр ҫӗрле -
Иртнӗ кун хуппине шурататпӑр пӗрле
Тӗшшине шӳтерсе пӑрахма паяна...
Нехек* - ахаль
Пехет* - ырлӑх
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха