Пӑравус та Вакунсем
Итлекен ачисен картине
Пашкасах сӗтӗрет килнелле
Ватлӑха уяман Пӑравус.
Пепкисем юнтарса пынӑран -
Васкаса, ӗлкерсе ывӑнсан -
Чарӑнса вӑй пухать тепӗр чух.
Малалалла, малалла, малалла
Такӑнсан та чӑтса чупмалла -
Ҫакӑн пек картса панӑ шӑпа...
Кустарса кӑлтӑрти куллине
Пӑравус астарать тӗмсӗлме -
Вӗҫертмесӗр туртать ушкӑнне.
Куҫ виҫми ҫут тӗнче анлӑшне
Кӑтартма васкакан амӑшне
Ӑнланас пек часах амавус*:
-Ҫул ҫинчех сиктере-сиктере
Ӳстерсе вӑй кӗртсессӗн пире
Хӑрамасӑр вӗҫертӗн, анне.
Ун чухне хамӑртан ҫаклатсан
Пархатарлӑ та йывӑр ҫӑка
Пиллесе ӑсатсам аякка.
Ӑнланса: тилмӗрсе кӗтнине
Васкаса, ӗлкерсе сан пекех
Таврӑнатпӑр каллех те каллех...
*амавус – сӑмса юххи, ача-пӑча
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха