Хусах Ҫӗрле

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Хусах Ҫӗрле ҫӑра чейне

Тултарчӗ чалкӑр* тӳпене...

Шап-шурӑ сахӑр катӑкне

Тӗпретрӗ вӗттӗн, майӗпен...

...Унтан пӑтратрӗ ерипен:

Хускалчӗ авӑрта илем,

Саланчӗ ирӗлсе хӗлхем

Пӗри юлми пин пӗрчӗрен...

...Вӗри иккен - вӗре-вӗре

Сыпать телейлӗн техӗмне*.

Пылак иккен, пылак сӗре -

Тутанӗ - тупӗ вӗҫӗмне...

*чалкӑр – витӗр курнакан

*техӗм - тутлӑх


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха