Ыйту акса хӑвартӑн
Килсе, ӑша ыйту акса хӑвартӑн -
Шалтан-шала сӑхать пин-пин тымар...
Ют ӑс витми пытарнӑ тарӑн картӑм*
Кӳпченӗ май тиркет, тунать: сан мар.
Кӗтмен. Ӑсран сӑмах ӑссах шӑвартӑн -
Ҫӗр тӗрлӗ шухӑш шӑтрӗ шеп калчан.
Ҫумла-ҫумла сайра туса хӑвартӑм -
Управлӑх вырӑн пулӗ пуҫ-панча*.
Ан кил. Паян кӑна тытса куҫартӑм
Чӗре йӑранӗн нӳрӗ ӗретне.
Манах пулсан - тархасшӑн - ҫупкӑм сартӑр,
Тулсан хыватпӑр пурнӑҫ кӗлетне.
Карт* - чикӗ
Панча* - калча ӳстермелли вырӑн
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха