Саркайӑк
Саркайӑк концерт йӗркелет,
Ытти юрӑҫа та чӗнет:
Йыхравларӗ Шӑнкӑрча,
Килӗшрӗ Шӑнчас,
Пурте юрларӗҫ,
Тӑрнасем ташларӗҫ,
Куракан та савӑнчӗ,
Алӑ ҫупса ывӑнчӗ.
Пӗр Упа ҫеҫ мӑкӑртатрӗ,
Кӑмӑлсӑрлӑхне кӑтартрӗ:
«Мӗншӗн вара Шӑпчӑка
Концертра юрлаттармарӗҫ,
Чи-чи лайăх юрӑҫа
Вырӑн тупӑнмарӗ?»
«Шӑпчӑка чӗнсен,
Килӗшмеҫҫӗ ыттисем,
Ун пек ҫепӗҫ юрлама
Кашнине шеп сас паман», –
Терӗ тӗрӗсне Саркайӑк.
Ним тунмасӑр – ку та лайăх.
-------------
Лайăххине, тархасшăн, ан ӑмсанӑр,
Ун пек пулмашкӑн тӑрӑшсамӑр.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха