Тек…
Шухӑшна ман ене тек ан вӗр -
Кӑмӑла ҫавӑрмастӑп сан май.
Сӑмахна авӑртмашкӑн ан кӗр -
Хамӑнах тӗпретмелӗх самай.
Питрекен сӑлӑпа тек ан тив -
Вӗҫертместӗп пӗрех чӗлхеме.
Парӑмпа татӑлса; келше* ил -
Ятӑма тек ан хӑй ас илме.
*келше – кивҫен ҫумне хушни
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха