Ни паян, ни ыран, нихӑҫан

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026



Сӑввӑмра пураланнӑ Сӑмах -

Канӑҫне шыраса тупнӑнах -

Сасӑпа ӗсӗклерӗ паян...

Сухӑрланнӑ пулин те хытман

Шухӑшсем пӑчӑртанӑ тумлам

Самана куҫӗнчен сӑрхӑнать...

Ӗмӗрсем сыпмалли туратран

Чутланса якалсан... хӑвӑртрах

Ниркесем* йӗпселерӗ* састаш*...

Пусӑмсем* - утӑмсем* картлансан -

Черетпе, яп-якан та тасан -

Мӑклама хӑвармастӑп сӑлтав.


Ни паян, ни ыран, нихӑҫан.

Йӗпсе* - пӗренесене тытакан хатӗр

Нирке* - пурари рет

Састаш* - рифма

Пусӑм* - ударени

Утӑм* - ритм

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха