Куҫҫульпе тӑварларӑм калас сӑмаха
Куҫҫульпе тӑварларӑм калас сӑмаха
Вырнаҫтартӑм хӗссех тӑвӑрланнӑ ӑша.
Пуҫӑма - ас тума - картса хутӑм тӑмха*:
Савнӑҫпа юрма* мар, ҫук хушма та нуша.
Тутине ас тивес йӳтӗмпе* хӗл каҫа
Илӗртсе, йӑлӑнса кӑларма хӑтланах -
Сӑйламастӑп. Йӳҫҫи тӗс кӗртет пурнӑҫа
Килнӗ пек кайма пӗл - таврӑнми хӑналлах.
*тӑмха – ятарлӑ паллӑ
*юр – пӑтрат
*йӳтӗм - сӑлтав
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха