Урӑхла ҫулпала
Чӑтлӑхна туртакан ҫул ҫинчен
Пӑрӑнатӑп паян - ан ҫиллен...
Шурлӑху астарса ҫӑтиччен
Яланхи ҫӑкҫӑпа* кӳнтелен* -
Сисчевленнӗ ӑс-тӑн та чӗрем -
Тӑрӑнтарчӗҫ черетлӗ ҫӗмрен*:
Ахӑртнех, ӳкерме ураран -
Чарӑнсан лайӑхрах шутлама...
Хуравсем вӑранаҫҫӗ аран.
Сӗтӗретӗп каллех хам-хама
Паянтан урӑхла ҫулпала,
Мана мар - хӑвна-хӑв ултала.
ҫӑкҫӑ* - хӳтӗлекен
кӳнтелен* - курнине ҫиреплетекен
ҫӗмрен* - ухӑ йӗппи
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха