Вучахпа Варкӑш

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

 Аран-аран сывлать Вучах...

Халь-халь вилес пекех... Анчах

"Пурнас килет татах! татах!

Тӗнчем, тархасшӑн, ан пӑрах",-

Пуплерӗ шӑппӑн йӑлӑнсах...

... Хускатрӗ кӗлӗ Сывлӑша -

Пӑтранчӗҫ Савнӑҫпа Нуша -

Вылянчӗ куҫ витмен ӑрша.

"Пурнах, пӗр ӑстрӑм, апӑрша -

Качча паратӑп Варкӑша...

Ӑшшу - пахха, ҫутту - таса,

Хальччен пайтах пайта* курса,

Яту тухман* тӳсме хаса*...

Витместӗп кӗлпеле тусан

Ман хӗр хуҫу пулсассӑн сан".

- Курса, туйсаччӗ - ытарман...

Хуҫам е тарҫӑм - пултӑр ман,

Вӗҫертмӗп урӑх ытамран,

Сиксе ташлатӑр паянтан -

Вӑй патӑр ҫеҫ - хыпса ҫунам.

Тӗнче пилленӗ витӗме

Ӗненнӗ чух пулмасть вилме.

Ик вӑй-хӑват пулсан пӗрле

Ӑшах - хӗлле, ҫутах - ҫӗрле:

Вучах вӗҫертмӗ Варкӑшне.

*пайта – тупӑш, услам

*ят тухать – черет килни

*хаса – яваплӑх тыттарни

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха