Ах…
Туслӑха йӳнеҫтернӗ сӑмах
Чӗлхӳнтен ыткӑнса тухсанах
Пӑрӑнас йӳтӗме* хупласах
Вырӑнтах тӑтӑм эп - тӑп-тӑпах.
Ах...
Ҫӑварна ҫӗнерен авӑрлах* -
Шӑтарса пӑтала тарӑнрах -
Ӗмӗре ас туса юлмаллах,
Чӑтнипех каҫаратӑп, паллах.
Ах...
Пӑтала - хӑрамастӑп пачах:
Хаярна кӑларсассӑн анчах,
Ҫухату тутине туйсанах,
Ӳкӗнсе лӑпланатӑн - хӑвах.
Ах...
*йӳтӗм – сӑлтав, палӑртса хуни
*авӑрла - хатӗрле
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха