Ҫылӑхсен хуппинчен шуратсамччӗ мана
Ҫылӑхсен хуппинчен шуратсамччӗ мана:
Сывлайми йӳҫӗхсе тӑракан ӑшӑма
Куҫҫулӳ тумлатса тасатсассӑн кӑна
Ҫӗнерен ҫуралать чӗм-хавал* пурӑнма.
Эрлӗкпе* кӳпчесе чӑмӑрланнӑ пуҫран -
Хӑвӑла кайиччен* - чӗрсе юл шухӑша:
Сӑмахшар вакласа турасассӑн кайран
Ахӑртнех, асӑрхатӑн курман курмӑша*.
Тавӑру-тарӑху мӑййинчен* хӑтарма
Хавалу, тивӗҫӳ ҫитмелле, пулмаллах.
Пурнӑҫпа вӗресе тӑракан хурана -
Тасалсан - тӗс кӗртмелӗх ӑсанӑп хамах.
*чӗм-хавал – сывлӑш, ҫӗнӗ пурнӑҫ
*эрлӗк - кӳренӳ
*хӑвӑла кай - пушахлан
*курмӑш – тивнӗ пай, шӑпа
*мӑя – сухан ҫыххи
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха