Пулмалли - пулатех, пӳрменни – пӳкленет

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Ӗнерпе нерпе ырана сыпакан Паяна

Якатма, тӳрлетме те тухманччӗ -

Тумхахпа, кукӑрпа иртене-каяна

Самана тишкермесӗр ямасть-ҫке...


Тӗрӗслеҫҫӗ, эппин - ҫакӑнпа ҫырлахма

Вӑй-хӑватӑм, ӑс-тӑнӑм та пурччӗ...

Шутламан парӑнма, пӑрӑнма, пӑрахма -

Ҫулташсем, хирӗҫлем - пурте курчӗҫ...


Юрлӑ чух - юрттӑмпа, ӑшӑ чух - ашӑмпа

Ҫумрине айтарса пыраканччӗ.

Савнӑҫпа-нушапа тулакан ҫӑкӑмпа

Пайланмасӑр утма хӑяйманччӗ...


Сывлӑша ҫавӑрма чарӑна-чарӑна

Ӗмӗте ӗмӗртсе лӑпланаттӑм.

Такӑнсан тӑратса ҫитмелли вырӑна

Такам мар - хӑвалатчӗ Хӑватӑм.


Улшӑнман унтанпа - ӳкӗнмесӗр утма

Хӑнӑхса пынӑҫемӗн вӑйлантӑм.

Хӑрамастӑп текех пуррине ҫухатма -

Тепӗр чух кирлӗрех те, ӑнлантӑм.


Пулмалли - пулатех, пӳрменни - пӳкленет.

Ытлашши - тӑхтамасӑр - ҫухалӗ.

Ҫавӑнта... ҫаплипех чӗнекен ҫут кӗтрет -

Ан астар - ҫаврӑнмастӑп та халӗ.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха