Лӑскарӗ Кун сана каллех…
Лӑскарӗ Кун сана каллех:
Тӳсмелӗх вӑй юлман пекех,
Курас-илтес килмест текех,
Тарса ӳкес килет - халех!...
Чӑтса ирттернӗ пек терте...
Сӳсленнӗ пур-пӗрех кевте*,
Исленнӗ тӑтӑрха* хевте*,
Тавра каймастӑн тек - тӳртен!..
Хыҫра - черетлӗ ҫӗнтерӳ,
Тӳрре кӑларнӑ ӗненӳ....
Ҫук чӗптӗм савнӑҫ, ӳкӗнӳ...
Пушаннӑ пек... пушах чӗрӳ...
Тапать-ха вӑл, эппин, чӗрех:
Илем, хавал*, артак* кӗтет...
Ҫакна туйсах кӳрет сипет
Пӗр сыпкӑмпах пылак эрех...
*кевте – ӳт-пӳ
*тӑтӑрха - ҫирӗп
*хевте –вӑй-хал
*хавал – вӑй-хӑват
*артак - ачашлӑх
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха