Поэта ҫуратать Самана

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Ӗмӗрсен анинчен вырса илнӗ Сӑмах -

Сӑвӑсен кӗлтине вырнаҫса выртсанах -

Манӑҫа тухмасса, вилмессе ӗненет:

Чӗм кӗртет* Самана ҫӑвӑрланӑ Поэт...


Хывӑхран сӑвӑрса шӗкӗлчет паянтан

Хуравсен тӗшшине шыракан Вулакан:

Ӑсӗпе тӗпретсе чунӗпе имӗрсен -

Акӑнса юлаҫҫех килмелли Ӗмӗрсем...


Калчаланӗ каллех тӗлӗнтермӗш Сӑмах -

Савнӑҫпа ҫӑвӑнать, Хӗн пиҫтерӗ татах...

Кӗлтерен ҫемӗле, ҫӗмелтен капана

Хывакан Поэта ҫуратать Самана...


*чӗм кӗртет – ҫӗн пурнӑҫ пар

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха