Тилӗ-ревизор
Килнӗ чӑх-чӗп фермине
Тилӗ-ревизор тӗрӗслеме.
Хутсене йӑлт пӑхкаларӗ –
Пӗр ҫитменлӗх те курмарӗ.
– Тӗрӗслетӗр-ха эсир ялан,
Пулӑшӑр-ха, – тет Автан. –
Витесем те, ав, ҫитмеҫҫӗ,
Чӗпсем хӑвӑрт ҫитӗнеҫҫӗ.
Килӗшмерӗ ку Тилле,
Тамалмасть ҫилли.
Эх, пуҫларӗ кӑлтӑк шырама...
Пырса пӑхрӗ хурана,
Тен, унта тупасшӑнччӗ ӗнерхи апат,
Тутлӑ пӑтӑ ырӑ шӑршӑ кӑларать...
Витере йӑлтах йӗркеллӗ –
Ҫутӑ, ӑшӑ, типӗ те илемлӗ...
Ферма ҫумӗнче те тап-таса,
Кӳлӗ питӗнче хӗвел вылять ялтӑраса.
Тӑрӑшса шырарӗ,
Ним те тупаймарӗ,
Тӗрӗслев актне ҫавах пусса памарӗ.
........
Ҫӑмарта ҫинче шыратӑр ҫӗвӗ –
Тен, эсир ӑсран кӑштах-тӑр шӗвӗ...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха