Шӑпаран иртеймест Самана

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Шухӑшсен ҫивӗтне сапаларӑм -

Ҫӗнӗрен - ӑсӑмпа турама...

Те йӑла хӑтӑлми ку, те парӑм -

Чараймарӑм паян та хама:

Ыйтусен кӑтрине ярӑм-ярӑм

Якатма авӑрларӑм Хурав.

Йӑнӑшсен ҫилхинче хӑвармарӑм

Ӳкӗнсе макӑрмалӑх сӑлтав:

Эрлӗкпе кӳлешӳ сайраланчӗҫ;

Кӑвакарнӑ ун-кун савнӑҫа

Канӑҫпа киленӳ паракан ӗҫ

Сӑрласан тӗс кӗрет пурнӑҫа...

Ҫакӑнпа ҫивӗте пӗтӗретӗп

Пӑтранмасӑр кӗме ырана.

Тепӗр хут евитлетӗп кӗретӗн:

Шӑпаран иртеймест Самана.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха