Кӑвак куҫлӑ Тӳпеме
Куҫу ҫавах: кӑвак, таса;
Шалтан тапса тӑрать хӑват;
Сассу касса кӗрет ӑса -
Сарать ӑшра сунман сӑвап*.
Ҫитет, тархасшӑн, ан тухат,
Ята-сума асран кӑлар...
Тунса* тӑма ҫитмест тахат* -
Сассу вӗрсе чӗртет кӑвар...
Хӑрушӑ вӑл - синкер* пушар:
Хыпса илсен ҫӑтса ярать.
Малтан, паллах, кураҫҫӗ шар:
Ҫӑхав, элек, тиркев, хахать*...
Унтан... ӗлкӗр! Часрах шӑвар,
Лӳшке, сӳнтер - кӗртсем тӑна.
Йӑмтартӑр веҫ кӑвак янкар*...
Чӗртсен сыхла ман тайӑна*.
*сӑвап – ырӑлӑх, тасалӑх
*тахат – вӑй-хӑват
*синкер - хӑрушлӑх
*хахать – сас-хура
*янкар - тӗтӗм
*тайӑн – пурнӑҫламалли тӗллев
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха