Ӗлкӗресчӗ
Сӑпкана тупӑкпа улӑштарӗ Элчел*.
Несӗлсен* Сӑмахне ӗлкӗресчӗ унччен
Самана йыттисем ҫыртайман сӑввӑмра
Тӑхӑмсем* пӗлмелле чӗркесе хӑварма.
Каламастӑп паян: ушкӑнпа-и? пӗччен?
Тайӑна* сӗтӗрме вӑй парать ҫут тӗнче.
Ӗлкӗресчӗ кӑна - пурӑнни тарама -
Ӗмӗрсен чиккинчен ывӑтса каҫарма.
*элчел – ҫутӑ вилӗм
*несӗл – кайнӑ ӑру
*тӑхӑм – килекен ӑру
*тайӑн – пурнӑҫламалли тӗллев
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха