Пылак Эрех
Акӑ кур: мӗн тери халь хитре,
Мӗн тери тухатуллӑ хавалӑм.
Ҫутӑлтарчӗ Шӑпаҫӑм питрен -
Сулӑнсан та ӳкмерӗм. Мӗн калӑн?!
Эсӗ мар-им, ара, вӗскӗртсе
Самана ҫиллине хӑваларӑн?!
Лӳшкесе йӑлӑхтарчӗҫ тертсем -
Ҫирӗпленчӗ, ҫӗрмерӗ тымарӑм.
Эсӗ мар-им, ара, кӗвӗҫпе
Пиҫессе тӑхтамасӑр вӑрларӑн
Кӑвасак ҫитӗнӳ ҫимӗҫне?
Ҫылӑхпа пӑтратса сахӑрларӑн?
Йӳҫӗхсех кӑпӑклантӑм. Вара?..
Тӗттӗмре кӗтнипех тулчӗ картӑм.
Куҫҫульпе кӳпчесе тулнӑран
Тӑварланнӑччӗ юн - сӑрӑхтартӑн...
Халӗ кӳп чарӑнмасӑр, кӳпех!
Тавӑратӑп кивҫен - йышӑн парӑм.
Ҫырла мар - пылакланнӑ Эрех -
Ураран ӳкермелӗх хаярӑм.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха