Ӑмсану, хӑна пул!
Туслӑхпа витӗнсе кӗрекен Ӑмсану,
Хӑрамастӑп санран - ирт ҫумма, хӑна пул!
Хӑнӑхса ҫитнӗрен сан кашни хускану -
Йӑпанмалӑх тетте; йӑлӑхсан - ҫӗнӗ ҫул
Шырама хистекен, хусканмалӑх сӑлтав...
Ҫийӗмре - Ҫитӗнӳ: хыпашласшӑн аллу,
Хӑрамастӑп унран - пул ҫумра, юкӑс ту*;
Ӑтса ил* кирлине - ӗмӗрхи сан йӑлу.
Ӗлкӗмрен* ӳкерсе илнипех хӑв, ӑсту
Ҫӗлетсе тӑхнас ҫук ӑшӑнмалӑх мухтав...
Кӗвӗҫӳ ҫинӗрен сӳтӗлет чӑтӑму...
Юлташла ҫавӑтса кӑларать Тарӑху,
Леш енче кӗтекен Тавӑру-тӑвану
Тухсанах тыттарать ман ятпа ҫӗн чуху*...
Тӗл пулатпӑр, эппин. Хисепленешӗн тав!
*юкӑс ту – тытса тӗрӗсле
*ӑт – куҫарса ил
*ӗлкӗ - тӗслӗх
*чуху – суя, усал сӑмах
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха