Расна тайӑнсем

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Куҫунти ешӗлте - пурӑнас туртӑму -

Шанӑҫпа ялкӑшса ҫунакан ҫулӑму

Астарса ҫатӑрлать кӗттермесӗр вӑрах...

Ӑнланса иличчен вут тивет хӑвӑртрах:

Теприне ҫӑтмасан - сӳнессе ӑнлансах.

Куҫунти ешӗлте - пурӑнас антӑху -

Асампа вӗресе тӑракан шурлӑху

Тухатса илӗртет теветкеллӗн чӑмма...

Теприсем ыткӑнса кӗрекен ытама

Хальхинче йыхӑратӑн мана. Ма мана?!

Куҫунти ешӗлте - ӗрчекен тарӑху....

Кампала сан кавар*?! Хуравла хӑвна ху.

Ҫулӑмра ҫуннӑран ҫирӗпрех, -теҫ, - тӑхлан,

Шыв-шурта пӑтрансан кӗрешрех, - теҫ, - юман,

Ҫӑт, эппин. Ҫӑрӑлса тухайсан - мана ман.

Тайӑнсем*, ахӑртнех, раснарах санпа ман.

* тайӑн – пурнӑҫламалли тӗллев

* кавар – калаҫса татӑлни

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха