Пур-ха, пур-ха хайла
Пуҫ тавра сӗрлесе ҫӳрекен Шухӑша
Ҫӗрӗпе ҫыврайми хӑваларӑм хамран...
Пуҫӑмра шӑршланса выртакан кӑнӑша*
Кӑларса ывӑтман иккенне ҫак таран
Чухласах тасатмасӑр тӑратӑп ӑша:
Йӑлтӑркка ӗмӗтсен катӑкне упраса
Чи ачаш туйӑмпа сӑтӑрса тӑнӑран -
Кастарса суранлатнӑ пулсан та ӑса -
Кӑларса ывӑтмасӑр упратӑп тарам*,
Унпалах никама кирлӗ мар намӑса*.
Эрлӗкпе пӳрленсе хавшакан кӑмӑла
Шухӑшран йӑхланса* амаланнӑ Сӑмах
Сӑхнӑҫем шыҫӑнса хут сапать тавралла...
Кӑларса ывӑтатӑп! ҫитет! паянах!
Урӑхла пурӑнма пур-ха тепӗр хайла*.
*кӑнӑш – ҫӳп-ҫап
*тарам – сая кайни
*намӑс - совесть
*йӑхлан - ӗрче
*хайла -ӑсталӑх
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха