Упрасамччӗ хӑвна
Ҫухрӑмсен ҫиппине хутӑрла-хутӑрла
Хӑвран ху - тӑрӑшсах - хӑтланатӑн тарма.
Хӑвна ху хӑвалатӑн ҫӗрле, кӑнтӑрла...
Ирӗкпе хӑв хуҫа. Кам пултарӗ чарма?
Хыҫунтан сӳтӗлсе юлакан тунсӑхна
Сӗвемшер пӗтӗрсе хутӑрлатӑп сӑвва -
Аякри сивӗсем пуҫласассӑн сӑхма
Уртса яр шӑнасран. Упрасамччӗ хӑвна.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха