Хӗвелпе Пӗве
Кӑшӑлне пуҫӗнчен халиччен ӳкермен
Сар Хӗвел патшалла утӑмлатчӗ куллен
Паян ҫеҫ иртеймерӗ - ҫитмерӗ термен* -
Тӑруках, ҫӑкӑнтах чӗркуҫленчӗ хуллен...
Хӑмӑшпа хӑрпӑкланнӑ* Пӗве куҫӗнче -
Сар Хӗвел темӗскер шыраса тупас пек -
Сив Хӗлле тӗртнине - йӑлхаха* - ҫиппинччен
Йӗпсипе* ҫаклатса васкасах сӗвӗмлет...
Мӗн тупасшӑн унта? - тӗлӗнет ҫут тӗнче -
Ыттине тирӗнтернӗ пулсассӑн тиркев
Шур илмен вӑхӑтра кӑн-кӑвак куҫӗнче
Асӑрханӑ пулас темӗскер сар пике...
Хупласан чал куҫна* вӗҫтерсе шур кӗпсе*
Сив Хӗлле тӗртнӗ чух ман ятпа шур пӗҫмех*,
Тыт асра - пӗрлешместӗп унпа. Ил кӗтсе
Ҫуркунне, ҫакӑнтах - тӗл пулатпӑр каллех.
Кӑн-кӑвак куҫлӑскер, чуп туса хӑварам:
Ҫураҫса хунине ҫирӗплеттӗр пичет.
Сив Хӗлле евчисем хӑвалаҫҫӗ хыҫран,
Таврӑнсан - санпалах эп тӑратӑп венчет.
Кӗтсе ил.
термен* - вӑй
хӑрпӑк* - куҫ тӗкӗ
йӑлхах* - хупӑ, витенкӗҫ
йӗпсе* - ҫыхмалли варӑм йӗп
чал куҫ* - витӗр куҫ
кӗпсе* - пушинки при тканьетӗртнӗ чух тухакан юлашкисем
пӗҫмех* -хӗр перенчӗкӗ
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха