Ăмсанчăк Хурт
Ҫеҫке тӑкса чӑмӑртанма
Пуҫланӑ капӑр ҫырлана
Ӑмсаннӑ хурт ҫӑвар карсах
Пӑхса тӑрать ĕнсе хыҫса:
Ҫӳле ухас - хевти ҫитмест,
Кунтан ҫыртас - никам пĕлмест...
Курнас тесе мӑнаҫлӑрах
Сарма шутлать ку сас-хура.
Иккен: ҫырлан тути хаяр,
Вӑл пархатарсӑр, сывӑ мар -
Ҫак чирлĕ, нĕрсĕр ҫимĕҫе
Ярас пулать халех ҫисе!
Ҫакна илтсен ҫумри чечек
Чĕтре-чĕтре пуҫне пĕкет,
Тепри...юрасшӑн пулнӑ пек
Ҫаплах тума кӳршне сĕнет...
Мӑнаҫлӑ хурт пӑхӑнтарма
Пултарнӑ, кур-ха, пахчана:
Халь пурте-пурте ун тавра
Тӑраҫҫĕ ҫеҫ тапӑртатса!
Кӑна курсассӑн кӑсӑя
Кулса ярать ахӑлтатсах:
"Хитре, черчен ӳсен-тӑран,
Сире ҫак хурт вӑй-хал паман;
Сап-сар хĕвел - хĕрӳлĕхне,
Ҫак ҫĕр-анне сĕткенлĕхне
Сире пилленĕ ахалех
Юравлӑха кĕмесĕрех..."
Ҫӳлтен курнать ҫав ытларах
Тĕнче, паллах, вӑл аслӑрах.
Самантранах пухать вӑя,
Вĕҫсе анать те кӑсӑя
Шыҫмак хурта ҫӑтса ярать.
Пахча халь ирĕклĕн сывлать.©©©
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха