Кӑйкӑр тухтăр патӗнче

Автор: Владислав Николаев · Вырнаҫтарнӑ: 26.10.2026

«Тухтăр, тухтăр,

Питӗ ыратать», –

Кукӑрӑлнӑ Кӑйкӑр,

Хӑй аран сывлать.

«Ятӑр... Миҫере?» –

Тухтӑр тем ҫырать.

«Пӑхӑр-ха чире –

Питӗ ыратать».

«Полис номерӗ мӗнле? –

Шав тӗпчерӗ тухтӑр. –

Вӑранатӑр-и ҫӗрле?

Тӑтӑш-и тула тухатӑр?»

«Вӑйӑм ҫук пачах...» –

Хаш сывларӗ Кӑйкӑр.

«Хывӑнӑр... Часах

Чирӗре пӑхатпӑр...»

Кӑйкӑр тек чӗнмерӗ,

Ӳкрӗ сывлами.

Тухтӑр пуҫ та ҫӗклемерӗ,

Ҫырчӗ чарӑнми.

-----------

Пултӑм тухтӑр патӗнче:

Пӑхкаларӗ ҫич ҫеккунт,

Ҫырчӗ ҫирӗм ҫич минут.

Комментарисем (1)

Галина2026-11-15 21:32:52
Врачсенчен кулащще, чирле щынна пахас выранне щырмала та щырмалла.Халь пур щерте те щанашкал, учительсен те кашни утама фото щапса интернета вырнащтармалла, унсаран учитель еще куранмасть.